Чӑвашран тухнӑ офицерсен «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) Мускаври пӗрлешӗвӗ чылайранпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать. Ҫак организацие Владислав Ильин вице-адмирал ертсе пырать.
Ӗнер Владислав Ильин Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл хӑйсен общество организацийӗ ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Малашне пӗрлешӳ тата анлӑланӗ. Ҫакӑн пикри уставра пӑхса хӑварнӑ. «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) ушкӑнра чӑваш тымарӗллӗ ытти регион ҫыннсием те пулӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрлешӳ Мусква шайӗнчен тухса регионсен шайне сарӑлӗ.
Владислав Ильин, сӑмах май, Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Анчах кайран унтан куҫса кайнӑ.
Чӑваш халӑх писателӗ, Ҫемен Элкер преми лауреачӗ, Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лаврентий Васильевич Таллеров ҫуралнӑранпа кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитрӗ. Шел те, мухтавлӑ ҫыннӑмӑр ҫак юбилейччен пурӑнаймарӗ, 2013 ҫулти март уйӑхӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлчӗ. Ҫак паллӑ куна халалласа нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче «Л.В Таллеровӑн илемлӗх тӗнчи» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Чӑваш халӑх писательне Л.В Таллерова, хамӑр ентеше аса илме, сумлӑ ӗҫӗсене хаклама конференцие районти шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пухӑнчӗҫ.
Салам сӑмахӗ каласа Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Н.К Ефремова, «Кӑмӑлпа пӑхса илсемӗр эпӗ утнӑ ҫул ҫине…» ятлӑ курава пӑхма сӗнчӗ. Ун хыҫҫӑн кун йӗркипе районти чӑваш чӗлхипе литератури методисчӗ С.Г.Индюкова паллаштарчӗ.
Конференцие ӑнӑҫлӑ ирттерме сӗнсе шкул директорӗ Н.А. Петрова сӑмах илчӗ. «Л.В.Таллеровӑн хайлавӗсенчи сӑнарсем хамӑр тӑрӑхра пурӑннӑ, ӗҫленӗ ҫынсем. Вӗсем ҫинчен пӗлес тесен Чӑваш халӑх писателӗн произведенийӗсене кашнинех юратса вуламалла», — терӗ шкул пуҫлӑхӗ ачасене конференцире пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунса.
Канаш районӗнче автотранспортӑн ҫӗнӗ маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ документра палӑртса хӑварнӑ. Маршрутсене Улатӑр, Комсомольски тата Муркаш районӗсенче ылмаштарасшӑн.
Чӑваш Енри муниципалитетсен хушшинчи транспорта йӗркелесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута улшӑну кӗртнине ӑна йӗркелекенсем транспорт сетьене лайӑхлатассипе сӑлтавлаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, документа ҫынсем, районсен администрацийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем ыйтнипе ҫӗнетме йышӑннӑ.
Правительствӑн йышӑнӑвӗнче муниципалитетсем хушшинчи ҫӗнӗ 4 маршрут уҫма, 15 маршрутӑн схемине ылмаштарма тата 61 маршрута хупма йышӑннӑ. Хупма палӑртнисемпе е ҫӳрекен ҫук, е ун пек ҫулпа хутлаканнисем ахаль те пур.
Суд приставӗсен ӗҫӗ ҫапла – парӑмсене шыраса илесси. Ҫав шутра – алимент укҫине те. Ҫак кунсенче приставсем алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районсенче ытларах пулни пирки каласа кӑтартнӑ.
Алимент тӳлемесӗр парӑма кӗнисем Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче нумай. Ҫак муниципалитетсенче кашни 68-85-мӗш ҫын парӑмҫӑ-мӗн. Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк, Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Алиментпа парӑма кӗнисен 9 проценчӗ – хӗрарӑмсем. Парӑма татмасан приставсем мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Акӑ кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн ҫынна автомобиль рулӗ умне ларма чарнӑ.
Пӗлтӗр парӑмҫӑсенчен 8,5 пин ача валли 175 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. 1400 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 673 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа паян 75 ҫитрӗ. Нумаях пулмасть Раҫсейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пирӗн тӑрӑхра 49 ветеран-блокадник пурӑннине пӗлтерчӗ.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларма хутшӑннисем кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне11-ӗн пурӑнни паллӑ. Вӗсене «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. «Блокадӑри Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале тивӗҫнисем 38 ҫын пурӑнаҫҫӗ.
Блокадӑри Ленинград нушине курнисенчен чи асли нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 100 ҫул тултарӗ. Вӑл республика тӗп хулинче тӗпленнӗ. Блокадӑри Ленинградра шӑп та лӑп 75 ҫул каялла ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан кинеми паян 75 ул тултарнӑ.
Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннисем е ҫав вӑхӑта тӳссе ирттернисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 34 ҫын, Шупашкарта пурӑнать, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5-ӗн, Канашра — 2-ӗн, Улатӑр хулинче, Элӗк, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче — 1-ер.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ферма уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, вырӑнти тӳре-шара, ял халӑхӗ пухӑннӑ.
Фермӑна Комсомольски районӗнчи Тукайӗнче уҫнӑ. Унӑн хуҫи — «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ.
Ҫӗнӗ фермӑна 200 пуҫ ӗнелӗх тунӑ. Унтах — сумалли зал, администраципе хуҫалӑх пӳлӗмӗсем. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенке ларнӑ, ҫав шутран 28 миллионне ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илнӗ.
Ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗне выльӑх шутне ҫывӑх вӑхӑтра икӗ хута яхӑн ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки предприяти ертӳҫи Михаил Афанасьев пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ фермӑра проект хӑвачӗпе 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ун чухне ҫулталӑкне 1200 тоннӑран кая мар сӗт суса илме палӑртаҫҫӗ. Ку цифра пӗлтӗрхинчен 1,7 хут пысӑкрах.
Сӑмах май, 2018 ҫулта тукайсем кашни ӗнерен вӑтамран 6455 килограмм (республикӑра – 5500 килограмм) сӗт суса илнӗ.
Халӑхран пухакан сӗт хакӗ Чӑваш Енри ялсенче хӑпарнӑ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ведомствӑн агроапат-ҫимӗҫ рынокне йӗркелекен сектор хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет.
Сӗте халӑхран пӗр литрне вӑтамран 19 тенкӗ те 30 пуспа пухаҫҫӗ. Ку вӑл унчченхи ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 8,8 процент, е 1 тенкӗ те 70 пус, пысӑкрах. Тӗрлӗ районта тӗрлӗ хакпа пухаҫҫӗ. Улатӑр районӗнчех, ав, пӗр литр хакӗ 17 тенкӗрен пуҫласа 21 тенке те 50 пуса ҫитет.
Сӗт хакне Йӗпреҫ районӗнче 1 тенкӗ ӳстернӗ, Комсомольскипе Елчӗк районӗсенче — 50-шар пус.
Халӑхран тата хуҫалӑхсенчен пухнӑ сӗте тирпейлекен предприятисем вӑтамран 23 тенкӗ те 35 пуспа туянаҫҫӗ. Юлашки эрнере савутсем, сӑмах май, хака 10 пус чакарнӑ.
Официаллӑ майпа ӗҫлекенсен йышне иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра самай ӳстерме май килнӗ. Ҫавна май хыснана уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен тӳлекен налук тата страховой тӳлев виҫи палӑрмаллах ӳснӗ. Конвертра шалу илекенсен йышне чакарнине пула налук виҫине пӗлтӗр 70,7 миллион тенкӗ пухнӑ, страховой взноса — 232 миллион тенкӗ.
Районсемпе хула администрацийӗсене пӗлтӗр республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви килӗшӳпе ӗҫлекенсен йышне 48 пин те 866 ҫынна ҫитерме хушнӑ. Ҫавна килӗшӳ тусах ҫирӗплетнӗ. Ку енӗпе чи тӑрӑшуллисен йышне Комсомольски (унта плана 105,8 процент пурнӑҫланӑ, Ҫӗрпӳ (104,0%), Красноармейски (102,4%) районӗсем лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районне (51,8%), Улатӑрпа (52,2%) Ҫӗмӗрле (71,8%) хулисене начар енчен палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлни пирки нумай пулмасть хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта 150 вырӑнлӑ ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ. Клубра курав залӗ, гримерка пӳлӗмӗ, вулавӑш, кружоксем ирттермелли пӳлӗмсем пур.
Кунашкал ырлӑх Патӑрьел районӗнче те пулнӑ. Ишлӗ ялӗнче тӳрех икӗ савӑнӑҫ: автуҫул тата культура ҫурчӗ уҫнӑ. Ишлӗ ялӗнче мероприяти «Ҫӗнӗ клуба каяс килет» театрализациленӗ представленирен пуҫланнӑ. Унтан хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ. Кун хыҫҫӑн ял халӑхӗ ҫӗнӗ клуба курса ҫаврӑннӑ, концертпа киленнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ объект уҫасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Пӗлтерӗшлӗ учрежденисене ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче паян ҫавӑн пек мероприяти иртнӗ. Унета культура ҫурчӗ уҫнӑ.
Ял ҫыннисем валли хӑпартса лартнӑ объекта херлӗ хӑю касса уҫма тӗрлӗ тӳре-шара, депутатсем пырса ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Петр Краснов тата Юрий Попов пулнӑ. Каҫал енче ҫуралнӑ Валери Туркай поэт та тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе савӑнӑҫа пайлама кайнӑ.
Культура ҫуртне 150 вырӑнлӑ туна. Ун валли хыснаран 16 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 14,2 миллионне, республика уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |